«Тӑван Атӑл» литературӑпа ӳнер журналӗнче Василий Кервен поэтпа, прозаикпа, критикпа, куҫаруҫӑпа, журналистпа Владислав Николаев хатӗрленӗ интервью пичетленнӗ.
Материал умсӑмахӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Василий Кервен чунне «рифма, ритм мӗнне пӗлмесӗр ҫыркаланӑ сӑвӑ пеккисем» ыраттараҫҫӗ, унта палӑртнӑ тӑрӑх, «тӗрӗссипе, питӗ асапланать вӑл унашкал «пултарулӑх» тӗслӗхӗсене курсан».
Хальхи чӑваш поэзийӗ пирки сӑмах хускатсан: «Юлашки вӑхӑтра Чӑваш кӗнеке издательствинче сӑвӑ кӗнекисем ытлах тухсах каймаҫҫӗ. Авторӗсем хӑйсем тӳлесе кӑларнисенчен вара чылайӑшӗ пысӑк шайрах мар. 2017-2020 ҫулсенче «Тӑван Атӑл» журналта хальхи поэзи курӑнсах каймарӗ: поэмисем пачах поэма марччӗ, сӑвӑсем вырӑнне чылай чухне айванла такмаксем, юрӑ сӑмахӗсем тухатчӗҫ. Пирӗн юрӑ сӑмахӗсем мӗн шайрине чылайӑшӗ чухлать-тӗр. Петӗр Хусанкая хӑй вӑхӑтӗнчех вӗсем тарӑхтарнӑ. Ахальтен мар ҫакӑн пек кулӑш анлӑ сарӑлнӑччӗ:
— Ӑҫта васкатӑн каплах? — тесе ыйтать тет пӗр сӑвӑҫран тепри.
— Сӑвӑсене журнала йышӑнмарӗҫ, композиторсене кайса парасшӑн-ха, — хуравлать тет лешӗ», — тенӗ, сӑмахран, интервьюра Василий Кервен.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ӗмӗр пурӑн – ӗмӗр вӗрен» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Чӑваш халӑхӗн сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсене Владимир Галошев пухса хатӗрленӗ, редакторӗ – Владимир Степанов. Ҫӗнӗ кӑларӑма 1000 экземплярпа пичетленӗ.
Кӗнеке сакӑр пайран тӑрать. «Чӑваш тӗнчи» ятли тӗнче пуҫланса кайнипе паллаштарать. Ачалӑхпа ҫамрӑклӑха тата ватлӑха, арҫынпа хӗрарӑма халалланӑ пайсем те пур.
Кӗнекене кӗртнӗ мифсемпе легендӑсем, юмахсемпе ваттисен сӑмахӗсем чӑваш халӑхӗн чунне, унӑн кӑмӑлне, халӑхӑмӑрӑн философине уҫса пама пулӑшаҫҫӗ.
«Чӑваш кӗнеке издательстви 2020-мӗш ҫулта «Чӑваш чӗлхи: 9-мӗш класс валли» кӗнеке кӑларчӗ», — тесе пӗлтерет Вӗренӳ институчӗ. Унӑн авторӗсем — Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗсем Ю.М. Виноградов, А.С. Егорова, Л.Г. Петрова.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш чӗлхине 9-мӗш класра вӗренме кӑларнӑ кӗнеке тӑрӑх шкул ачисем ҫыхӑну паллиллӗ хутлӑ предложенисен икӗ тӗсӗпе – сыпӑнуллӑ хутлӑ предложенисемпе, пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложенисемпе паллашаҫҫӗ, вӗсемпе чӗрӗ пуплевре тата ҫырура усӑ курма хӑнӑхаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне авторсем хӑш-пӗр сӑмахӑн этимологине ӑнлантарнӑ, пуплевпе грамматика йӑнӑшӗсене, вӗсене тӳрлетмелли мелсене кӑтартнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Людмила Ягодовӑпа Ирина Михайлован «Чӑваш ачисен вӑййисем. Чувашские детские игры» кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла — пичетленӗ. Ӑна вырӑсла Людмила Ягодова тата Олег Кульев куҫарнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Светлана Бритвина.
Кӗнекене чӑваш ачисен вӑййисем кӗнӗ. Вӗсене темӑна кура уйӑрнӑ: сахал хускануллӑ вӑйӑсем, тӗроӗ япалапа усӑ курса вылямаллисем, ӗҫленӗҫи туса вылямаллисем тата ытти те. Вӗсене икӗ чӗлхепе ӑнлантарса панӑ.
Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра чӑвашла кӗнекесем кӑларасси йышланӗ. Ҫакӑн пирки социаллӑ пӗлтерӗшлӗ литература кӑларассипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче калаҫнӑ.
Унта Чӑваш кӗнеке издательствин гендиректорӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Журавлева сӑмах илнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулта издательствӑра тӗрлӗ ятпа 102 кӗнеке 145 пине яхӑн тиражпа пичетленӗ. Вӗсенчен 53 кӑларӑмне кӑларма патшалӑх пулӑшнӑ.
2021 ҫулта тӗрлӗ ятпа 52 кӗнеке пичетлеме палӑртнӑ, вӗсенчен 18-шӗ чӑвашла пулӗ, 19-шӗ — вырӑсла тата чӑвашла, 15-шӗ — вырӑсла. Сӑмах май, Шупашкарта ҫуралнӑ, Мускавра ӗҫленӗ, халӗ унтах пурӑнакан Надежда Павлова балерина ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа та кӗнеке пичетлӗҫ.
СССР наукӑсен академийӗн член-корреспонденчӗ, тюрколог, паллӑ ӑсчах, 17 томлӑ чӑваш словарӗн авторӗ Николай Ашмарин (1870–1933) ҫуралнӑранпа кӑҫал 150 ҫул тултарнӑ. Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче «Н.И. Ашмарин – корифей чувашской филологии» кӗнеке пичетленнӗ.
Кӗнеке тӑватӑ пайран тӑрать. Унта ӑсчахӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗсене тишкерсе хак панӑ.
Николай Ашмарин, маларах каларӑмӑр, 17 томлӑ словаре пухса хатӗрленӗ. Чӑваш ӑслӑлӑхӗ ун пек калӑпӑшлӑ ӗҫе курман. Словарь 56 633 сӑмахран тӑрать. Унччен ҫав цифрӑна 40 пин тесе каланӑ.
«Н.И. Ашмарин – корифей чувашской филологии» монографи — «Чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем» ярӑмӑн тӑсӑмӗ.
Кӗнекен авторӗсем – Э.Е. Лебедев, В.Г. Родионов, И.П. Семёнова, Е.В. Касимов.
Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ.
Кӗнеке издательствине пӗр ӗмӗр каялла, 1920 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, йӗркеленӗ. Вӑл ун чухне патшалӑх издательствин Чӑваш Енри уйрӑмӗ шутланнӑ.
«100 ҫулта издательствӑра ҫӗр-ҫӗр кӗнеке кун ҫути курнӑ. Кӗнеке кӑларакансем ырӑ йӑласене упранипе пӗрлех ҫӗнӗ мелсем шыраҫҫӗ. Вӗсем саманапа тан пыраҫҫӗ», — тенӗ Чӑваш кӗнеке издательствин 100 ҫулхине уявлама хутшӑннӑ республика Элтеперӗ Олег Николаев.
Сцена ҫине Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков, Николай Малов, Леонид Черкесов, Чӑваш Енӗн культура тата информаци политикин министрӗсем Светлана Каликовӑпа Михаил Анисимов, Раҫҫейри Кӗнеке кӑларакансен ассоциацийӗн ертӳҫи Константин Чеченев хӑпарнӑ, ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Удмурт, Тутар, Пушкӑрт республикисенчи кӗнеке кӑларакансем те хӑнана килнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Аҫаҫури» ятлӑ кӗнеке пичетленнӗ. Унӑн авторӗ – Денис Гордеев.
Денис Гордеевӑн «Ир такӑнсан», «Чи вӑрӑм кун», «Куккуклӑ сехет», «Акман ыраш», «Ҫурта кунӗ», «Хуп хушшинчи ҫылӑх», «Пӑсташ» тата ытти кӗнекисене вулакансем юратса вулаҫҫӗ. Прозаик хӑйӗн повеҫӗсемпе калавӗсенче чӑваш халӑхӗн хальхи пурнӑҫне сӑнарлать.
Ҫӗнӗ кӑларӑма «Укҫа кимми», «Турӑ алӑкӗ», «Хӑямат» повеҫсем, «Шӗвӗ кулач», «Аҫаҫури» тата «Вӑрттӑн медаль» калавсем кӗнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Вутчуль» калавсемпе повеҫсен кӗнеки 1000 экземплярпа пичетленнӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма паллӑ чӑваш ҫыравҫисен: Валентин Бурнаевскин, Сергей Ялавинӑн, Виктор Рсайӑн, Трубина Мархвин, Александр Артемьевӑн, Анатолий Хмытӑн тата ыттисен — ӗҫӗсем кӗнӗ. Калавсемпе повеҫсенче тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗрлӗ тапхӑрти пурнӑҫне сӑнланӑ. Граждан вӑрҫи те, индустриализаципе коллективизаци те, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи те, Афган тата Чечен вӑрҫисем, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсем.
Кӗнекене Галина Антонова пухса хатӗрленӗ, художникӗ – Дмитрий Литаврин.
Чӑваш кӗнеке издательствине туса хунӑранпа паян 100 ҫул ҫитнӗ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов Фейсбукри хӑйӗн страницинче ҫак датӑна халалласа пост ҫырнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствине депутат пысӑка хурса хакланӑ. Хӑйӗн малтанхи ҫулӗсенчех ҫамрӑк предприяти Николай Ашмаринӑн 17 томлӑ чӑваш словарьне, вырӑс тата тӗнче классикӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарса пичетленине, вӗренӳ литературине кун ҫути кӑтартнине палӑртнӑ депутат.
Чӑн та, издательствӑра чӑваш культурин ылтӑн фондне кӗрекен хайлавсем: Константин Ивановӑн, Ҫеҫпӗл Мишшин, Ҫемен Элкерӗн, Петӗр Хусанкайӑн, Ухсай Яккӑвӗн, Геннадий Айхин тата ыттисен вилӗмсӗр ӗҫӗсем – пичетленнӗ. Паян та кӗнеке издательстви унчченхи ырӑ йӑла-йӗркене сумлӑн тытса пыма тӑрӑшать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егорова Анна Семеновна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |